"Демографи" наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенче пӗри - пурнӑҫ тӑршшӗне вӑрӑмлатасси. Ҫавна май пирӗн республикӑра та ку ыйтупа тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Вӑрмарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн Арапуҫри уйрӑмӗнче сывлӑха ҫирӗплетме хӗвелтухӑҫ практикипе усӑ кураҫҫӗ. 

64 ҫулти Виталий Александров ӗмӗрӗпех ӗҫленӗ. Вӑл шофер та, комбайнер та, ӗне сӑвакан та пулнӑ. Халӗ кунта хама канури пекех туятӑп, тет. Пӳлӗмсенче икшерӗн пурӑнаҫҫӗ. Калаҫма яланах юлташ пур. Кун йӗрки ирхине зарядкӑран пуҫланать. Унтан кашни хӑйне килӗшекен ӗҫпе аппаланать.

Аслӑ ӑрурисен сывлӑхне, чӑнах та, пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 4-мӗш ҫул кунта йога секцийӗ ӗҫлет. Ватӑсем тӗрлӗ хускану тума, тӗрӗс сывлама вӗренеҫҫӗ. Хӗвелтухӑҫ практики кӑмӑл-туйӑма лайӑхлатма пулӑшать. Йогӑна ваттисем хаваспах ҫӳреҫҫӗ. 2021-мӗш ҫултанпа ку занятисене пурӗ 115 ҫынна явӑҫтарнӑ.

Ку социаллӑ учрежденире 27 ҫын пурӑнать. Вӗсене кунта специалистсем пӑхсах тӑраҫҫӗ, сӗнӳ-канашпа та пулӑшаҫҫӗ. Ватӑсем уҫӑлса ҫӳреме юратаҫҫӗ, скандинави уттине те кӑмӑллаҫҫӗ. Пӗр пысӑк ҫемьери пек хамӑра туятпӑр, теҫҫӗ ватӑсем. Социаллӑ хӳтлӗх ӗҫченӗсемшӗн ку вӑл чи ырӑ сӑмах. 

Диана Иванова, Димитрий Макаров 

 

 

04 октября 2024
13:20

https://chgtrk.ru/novosti/sport/kun-yerki-zaryadkaran-puclanat/